Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хураçтÿ хавхалану хушрĕ

Хураçтÿ уявĕ Кĕçĕн Тăван ялĕнче кашни çулах иртет. Кăçал Хураçтÿ – программине ытти çулсенчен пуянрах хатĕрленĕ. Кунта Кĕçĕн Тăван, Тавăт, Хирлеппуç, Шураç коллективĕсемпе Элĕкри ветерансен хорĕ тата Çĕмĕрлерен килнĕ хăнасем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада юрăçисем те кашнин кăмăлне кайрĕç.

Светлана Железнова, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, чи ватă çынпа чи çамрăккине палăртса вĕсене парне парса саламларĕ.

Уяв программи каçхи дискотекăпа вĕçленчĕ. Надежда Кузьмина, Алексей Шадриков, Катя Петрова эстрада юрăçисем çамрăксене хавхалану хушрĕç. Кĕçĕн Тăванти çамрăк юрăç Лариса Федорова та юрăсем шăрантарса халăха савăнтарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июня 2011
00:00
Поделиться
;