Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей - илем – тĕп вырăнта

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Строительство министерствин коллеги ларăвĕнче 2010 çулта муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен сайчĕсенче «Тирпей-илем» темипе ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисене чысланă.

Элĕк районе çак конкурса пĕрремĕш вырăна тухнă. ЧР хула строительствипе общество инфраструктурин министрĕ А.Гончаров савăнăçлă лару-тăрура райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне А.Куликова çĕнтерÿçĕ Дипломне панă.

Çакна палăртмалла: юлашки çулсенче район администрацийĕ ялсене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ялсемпе урамсене тасатса симĕслетессипе çуркунне-кĕркунне уйăхлăхсем ирттереççĕ, çавăн пекех парксемпе масарсене, çул хĕррисене тасатаççĕ, палăксемпе обеликсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене пытарнă вырăнсене тирпей-илем кÿреççĕ, йывăç кунĕсем, субботниксем йĕркелеççĕ.

Уйрăмах Таса Троица кунĕ умĕн субботниксем ирттересси, тавралăха çуп-çапран, тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатасси йăлана çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Çак вăхăтра карта-хуралтăсене çĕнетеççĕ, хăрăк-харăк туратсене пуçтараççĕ. Ку ырă ĕçе вырăнти администрацисен ĕçченĕсем те, ял çыннисем те хастар хутшăнаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июня 2011
00:00
Поделиться
;