Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлешекен те, уйрăлакан та пĕрешкел

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ май уйăхĕнче граждансен хутшăнăвĕсем пирки 64 акт çырнă. Вĕсенчен 16-шĕ -çурални çинчен. Иртнĕ уйăхра 36 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, 5 мăшăр пĕрлешнĕ, 5 çĕмье уйрăлнă.

Çуралнисенчен 9-шĕ – арçын ачасем, 7-шĕ – хĕрачасем, 6 пепке – пĕрремĕшсем, 4-ăн – иккĕмĕшсем, пер ача – тăваттăмĕш. Пилĕк уйрăлуран 2-шне суд йышăнăвĕпе йĕркеленĕ, 3 мăшăр хăйсем килĕшнипе уйрăлнă. Ку çемьесенче 18 çула  çитмен ачасем çук.

Пурнăçран уйрăлнисенчен 20-шĕ – арçинсем, 16-шĕ – хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурнаслăхĕ 60 çулпа танлашнă, хĕрарăмсем – 71 çулпа.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2011
00:00
Поделиться
;