Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредитпа усă кураççĕ

Ял çыннисем харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă кредитсем час-часах илеççĕ.

Кăçалхи 5 уйăхра 262 çынна 40 миллион та 911 пин тенкĕлĕх кредит панă. Ку шутран Раççей перекет банкĕ урлă 25697 пин тенкĕлĕх 173 кредит, ял хуçалăх банкĕнчен 15018 пин тенкĕлĕх 88 кредит илнĕ. «Элĕк-Килĕшÿ» ял хуçалăх потребительсен кредит кооперативĕ 1 çынна укçа парса пулăшнă.

Элĕк, Тавăт, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче пурăнакансем кредитпа ытларах усă кураççĕ. Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа пĕтĕмпе 2364 кредит илнĕ, çакă вăл мĕн пур харпăр хуçалăхсен 26,5 проценчĕ пулать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2011
00:00
Поделиться
;