Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Усă курман çĕрсем вуçех пулмĕç

2006 çулхи ял хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн районта сухалакан çĕрсем 35718 гектар шутланаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, çав шутран усă курман çĕрсем – 7108 гектар (19,9 процент). Çулталăк вĕçлениччен ахаль выртакан мĕнпур лаптăка çĕрпе ăнăçлă ĕçлекенсене арендăна пама палăртнă.

Ял ĕçченĕсен çĕрпе эффективлă усă курни кирлех. Юлашки виçĕ çулта пусă çаврăнăшне 8648 гектар кĕртни паллă, çав шутран 2010 çулта кăна – 4005 гектар. Ахаль выртакан лаптăксене сухаласа çемçетессипе «Золотое руно» агрофирма» общество (499 гектар), «Новый путь» хуçалăх (325), С.Волков (260), Ю.Никифоров (267), С.Кононов (180) хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Правда» общество (206) уйрăмах ăнăçлă ĕçлерĕç.

Пушă выртакан çĕрсене сухаланă çĕрте ĕçлекенсене субсиди уйăрса параççĕ. Пурнăçланă ĕçсен тăкакĕн 50 проценчĕ чухлĕ республика бюджетĕнчен, 25 процент – вырăнти бюджетран.

Усăсăр çĕрсене ĕçе кĕртнĕ çĕрте ĕçлекенсене хавхалантарма кăçал район бюджетĕнче 2 миллион тенкĕ (пĕлтĕр – 2,4) миллион хывса хăварнă. Пĕр гектар çĕре çемçетесси – икĕ хутчен дисклани, сухалани, культиваци туни, гербицидсем хывни 7500 тенке ларни паллă. Çавна май 1 гектар пуçне район бюджетĕнчен 335 тенкĕ субсиди параççĕ.

Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне ахаль выртакан лаптăксене 300 гектар ĕçе кĕртнĕ, çав шутран «Новый путь» хуçалăх 200 гектар, «Рабия» общество 90 гектар çемçетнĕ. Çав уйсене пĕр çул ÿсекен курăксем акнă. Палăртрăм ĕнтĕ, кăçал 7108 гектар пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку енĕпе ĕçлессипе хуçалăхсем тăрăх план хатĕрленĕ. Умри тĕллеве пурнăçлани ял хуçалăх культурисен лаптăкне, ял хуçалăх продукчĕсем туса илессин калăпăшне ÿстерме, пусă çаврăнăшне планлама, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци, выльăх апачĕ çителĕклĕ таран хатĕрлеме май парĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2011
00:00
Поделиться
;