Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Ялти сиплĕ сывлăш пулăшать»

Арсентий Павлов Красноармейски районĕнчи Шор Пусай ялĕнчи (халĕ вăл Элĕк районне кĕрет) чухăн хресчен çемйинче 1911 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Вăл виçĕ арçын ачаран вăталăххи пулнă.

Муркаш районне  кĕрекен Тивĕшри чиркÿпе прихут шкулĕнче 4 класс вĕреннĕ. Пиччĕшĕ Иван тата шăллĕ Модест педучилищĕре пĕлÿ илнĕ. Çавна пула Арсентин ирех хресченĕн йывăр ĕçне кÿлĕнме тивнĕ. Вăй-халран çирĕпленсен çын çине тухнă. Ăçта кăна ĕçлемен пулĕ: Чулхула облаçĕнче, Юринăра, Чикмере. Тĕрлĕ ĕç тăвакан, арманçă, вăрман касакан, йывăçсенчен сулă туса шывпа юхтаракан пулнă. Йывăрлăхсене çинее-çинех тÿссе ирттерни унăн кăмăлне çирĕплетсех пынă. Ялан вырăссен хушшинче пулнăран Арсентий Павлов ку чĕлхене лайăх хăнăхнă. Хăй тĕллĕн те нумай вĕреннĕ, малашлăх пирки шухăшланă. Йывăç хатĕрлесе Атăл тăрăх юхтарса килнĕ те çурт лартнă. Ял хĕрĕпе Иустинийăпа çемье çавăрнă.

Арсентий Павлович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинее малтанхи кунсенчех хутшăннă. Çурçĕр-хĕвел анăç фрончĕн Стрелоксен 201-мĕш полкĕнче снайпер пулса çапăçнă, нумай фашист леш тĕнчене ăсатнă. Ăна икĕ хутчен II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Йывăр аманса Иваново тата Чулхула облаçĕсенчи госпитальсенче çур çул ытла сипленнĕ хыççăн  Арсентий Павлов киле таврăннă.

Ĕнерхи салтака çар комиссариачĕпе партии органĕсем Красноармейскинчи МТСа ĕçлеме янă. Малтан вăл трактористра, унтан 25 çул сухаçăсен бригадирĕнче вăй хунă. Унăн бригади республикăра та палăрнă. Арсентий Павлович 68 çул çитичченех кладовщикра, бригадирта, сĕт-çу фермин заведующийĕнче ĕçленĕ. Хăйне лайăх йĕркелÿçĕ пулнине кăтартнăран ăна ял-йыш чунтан хисепленĕ.

Мăшăрĕпе (Иустиния Николаевна 28 çул каялла çĕре кĕнĕ) 7 ывăлĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Арсентий Павловичăн пысăк çемйи ĕç династийĕ тĕлĕшпе те пуян. Педагогсен династине, калăпăр, аслă ывăлĕ Виталий Арсентьевич, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ертсе пырать. Вăл 1978-1991 çулсенче КПСС Красноармейски райкомĕн секретарĕнче, иккĕмĕш секретарĕнче ĕçлне. Ку йышра аслă пĕлÿллĕ 10 учительпе истори ăслăлăхĕсен пĕр кандидачĕ. Çар çыннисен династийĕ 6 офицертан тăрать (3-шĕ халĕ службăра), ăна пĕтĕçтерекенни – хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ пулнă Леонид Арсентьевич. Вăл ку тытăмра 30 çул ытла (çав шутра 6 çулне – чикĕ леш енче) вăй хунăшăн «Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин контрразведкин хисеплĕ сотрудникĕ» сумлă ята тивĕçнĕ, халĕ республикăри патшалăх учрежденийĕсенчен пĕринче тăрăшать.

Чи мирлĕ те кирлĕ профессии çыннисем – тухтăрсем те пур ку йăхра. Ăна аслă категориллĕ врач Николай Арсентьевич ертсе пырать.

Инженерпа техника ĕçченĕсем 3-ĕн, çав шутра ял хуçалăх тытăмĕнче – 2-ĕн. Павловсен йăхĕнче юрист та пур. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнипе, ашшĕ-амăшĕн ĕçне тивĕçлипе тăснине Арсентий питĕ кăмăллă.

Халĕ вăл ывăлĕн Геннадин çемйипе пĕрле тăван ялĕнче пурăнать, 28 мăнукĕпе тата мăнукĕсен ачисемпе савăнать. Геннадий Павлов шкулта 25 çул ытла вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕ Людмила Александровна Мартынкассинчи çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ Таньăпа Коля аслă пĕлÿ илнĕ.

«Ачасем лайăх пăхаççĕ. Эпĕ эрех-сăрапа ниçхăçан та айкăшман. Пирус туртман. Тăван ялăмри уçă сывлăшпа сипленнĕ», - терĕ Арсентий Павлович.  

 



"Хыпар"
15 июня 2011
00:00
Поделиться
;