Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сиплевçĕсем ялсенех çитеççĕ

Медицина пулăшăвне пуриншĕн те лайăхрах та меллĕрех йĕркелес тĕллевпе районти тĕп больница ĕçченĕсем ялсене тухса çÿреççĕ. Врачсен ушкăнĕнче – клиникăпа диагностика лабораторийĕн специалисчĕсемпе лаборанчĕсем. Вĕсем планпа пăхнă диспансеризаци ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, аякра вырнаçнă фельдшер-акушер пункчĕсемпе пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕсене тухса çÿресе сывлăха сыхлас енĕпе усăллă сĕнÿсем параççĕ.

Анчахрах Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ку тăрăхри ялсенче пурăнакансем клиника анализĕсем, электрокардиограмма ÿкерчĕкĕсем тунă, тухтăрсем пациентсене сывлăха сыхлас ыйтусемпе кирлĕ консультацисем панă. Çав кун 42 çын планпа пăхнă диспансеризацире, 5 çын вăраха кайнă чирсен сăнавĕнче («Д» тĕрĕслевре) пулнă, 12 пациента медицина пулăшăвĕн машини çине лартса флюорографи сăнавĕ ирттерме илсе пынă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июня 2011
00:00
Поделиться
;