Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшни усăсăр мар

Тенири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта çулсеренех каникулри ĕç практикине ирттереççĕ. Çакăнта хăнăхаççĕ ачасем тăван тавралăха, мĕн пур чĕрĕлĕхе юратса хисеплеме. 2-8-мĕш классенче вĕренекенсем, шкулта ĕçлекенсем пахчара темĕн тĕрлĕ илемлĕ чечексемпе тухăç кÿрекен пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, тавралăха тасатса тирпейлеççĕ, классене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеççĕ.Шкул участокĕнче тăрăшни пĕртте усăсăр пулмасть. Вĕренекенсем çакăнта пурте пĕрле хавасланса та тăрăшса ĕçлени кăмăл-туйăм, экологи воспитанине те аталантарать, ачасене ял хуçалăх ĕçĕсемпе кăсăкланма, малтан шухăшланă ĕмĕт-тĕллевсене çитĕнсе пынăçемĕн пурнăçа кĕртме пулăшать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2011
00:00
Поделиться
;