Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

155 çамрăк аттестат илчĕ

Кăçал пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 11-мĕш класран 155 çамрăк вĕренсе тухрĕ. Çак кунсенче вĕсенче савăнăçлă каçсем иртнĕ, хĕрсемпе каччăсене аттестатсем панă, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем салам сăмахĕсем каланă, ырă çул, ăнăçусем суннă.

Аттестаци кăтартăвĕсемпе шкултан вĕренсе тухакан 7 йĕкĕтпе хĕре ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе чысланă. Ылтăн медальсене Элĕк шкулĕнчи Павел Павлов, Мăн Вылă шкулĕнчи Анастасия Матвеевăпа Руслан Михайлов, Ураскилт шкулĕнчи Августина Баринова, кĕмĕл медальсене Александр Степановпа (Элĕк шкулĕ), Тавăт шкулĕнчи Алевтина Марковăпа Дарья Назарова тивĕçнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июня 2011
00:00
Поделиться
;