Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем канаççĕ

Лагерь ĕçĕ хăйĕн пĕрремĕш минутĕнченех ача-пăча куллипе тулать тата пысăк кăткă тĕмески пекех пулса тăрать. Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем вĕренекенсене хавас кăмăл парнелерĕç.

Кашни смена хăйне май интереслĕ иртет, мĕн те пулин çĕнни тупăнать ачасемшĕн те, воспитательсемшĕн те. Лагерьти пурнăç пултарулăха туптама май парать. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен 532 ача вунă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен бази çинче активлă канчĕç.

Ачасен пултарулăхне анлăлатас тĕлĕшпе кружоксем йĕркеленĕ. Вĕсене пысăк опытлă педагогсем ертсе пычĕç. Лагере çÿрекенсем кашни мероприятие активлă хутшăнчĕç. Конкурссенче тата вăйăсенче пĕр-пĕринпе ăмăртнă. Пурне те лагерь килĕшнĕ. Унта иртекен мероприятисем те кăмăла кайнă. Смена интелектуаллă вăйăсемсĕр те иртмен.

Июнĕн 21-мĕшĕнче юлашки линейкăра пĕрремĕш смена тата спорт пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Ачасене хисеп хучĕсем, асăнмалăх парнесем панă. Лагерь – ачалăх тĕнчи. Çак тĕнче хăйĕн пĕчĕк тусĕсемпе тепĕр çуллаччен сыв пуллашать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июня 2011
00:00
Поделиться
;