Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксене пур çĕрте те тарават йышăннă

Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Мурино поселокĕнче чăваш халăхĕн наци уявĕ – Акатуй иртнĕ. Тăван çĕртен аякра ăшă кил тупнă çынсем умĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Валинке» халăх фольклор ансамблĕ концерт кăтартнă. Элĕксем питĕрсене чăвашсен хăна юррисемпе, вăйă ташшисемпе савăнтарнă. Санкт-Петербургри чăваш наци-культури канашĕн ертÿçи В.Живов элĕксене тав çырăвĕпе чысланă.

«Валинке» ансамбле пур çĕрте те тарават йышăннă. Тверь облаçĕнчи Думино поселокĕнче пирĕн ентешсене тăванĕсене кĕтсе илнĕ пекех кĕтсе илнĕ. Элĕксем Думино тата Мирное поселокĕсен çыннисене хаваслă концертпа савăнтарнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июня 2011
00:00
Поделиться
;