Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинккене» пурте хапăл

Ленинград облаçĕнчи Мурино поселокĕнче чăваш Акатуйĕ иртнĕ. Унта Санкт-Петербургри чăвашсен «Парне» фольклор ансамблĕпе Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Валинкке» фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Элĕксем Питĕрсене чăваш йăли-йĕрки, хăна, вăйă юррисемпе, селĕм ташшисемпе тĕлĕнтернĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ Л. Андреева Акатуя йĕркелекенсене район энциклопедине парнеленĕ. «Кил хуçисем» те парăмра юлман: Санкт-Петербургри Чăваш наци культура автономийĕн канашĕн председателĕ В. Живов «Валинкке» фольклор ушкăнне Тав çырăвĕпе чысланă, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума суннă.

Элĕкри пултаруллă артистсене Тверь облаçĕнчи Думино поселокĕнче тата Мирное салинче те хапăлласа йышăннă. Чуна пырса тивекен чăваш юрри-кĕвви тăван çĕртен аякра пурăнма пÿрнĕ йăхташăмăрсене кăна мар, урăх наци çыннисене те хумхантарнă. Темĕнле пулсан та «Чăваш тĕнчи» текен вăчăра çирĕпех çав.

 



"Хыпар"
29 июня 2011
00:00
Поделиться
;