Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем - пĕрремĕшсем

Красноармейски районĕнче мини-футбол енĕпе зонăри ăмăртусем иртнĕ. Ку вăйăсене Чăваш Республикин патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен вуннăмĕш спартакиади ячĕпе йĕркеленĕ. Чи вăйлă команда ятне çĕнсе илессишĕн Элĕк, Красноармейски, Етĕрне районĕсен командисем вăй виçнĕ. Çакна палăртмалла: çивĕч тупăшусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев та хутшăннă.

Элĕксем, пур командăсене парăнтарса, чи мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – Етĕрне футболисчĕсем, виççĕмĕшĕнче – Красноармейски район администрацийĕн командисем. Çапла вара элĕксемпе етĕрнесем çурма финала тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июля 2011
00:00
Поделиться
;