Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв кĕртме - 5560 пин тенкĕ

Ишпарайкка ялĕнче шыв кĕртессипе ĕçсем пуçланчĕç. Ишпарайкка тата Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕсенче строительство ĕçĕсене пурнăçлама федераци тата республика бюджечĕсенчен пурĕ 5560 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Строительство ĕçĕсене «Строитель» организаци пурнăçлать. Халĕ çĕр айне тăрпасене вырнаçтарассипе ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Шыв пăрăхĕсене вырнаçтарма тата çăлсем тума тăрпасене тата ункăсене çителĕклĕ илсе килнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июля 2011
00:00
Поделиться
;