Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальте çĕнтернĕ

Сочи хулинче II Пĕтĕм Раççейри «Коралловый остров» фестиваль-конкурс иртрĕ. Унта çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан пултаруллă ачасем хутшăнчĕç. Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕнче вĕренекенсем те хастарлăх кăтартрĕç. «Ладушки» ташă ушкăнĕ «Атя, яра пар» ташăпа иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсем уявран савăнăçлă кăмăлпа таврăнчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 июля 2011
00:00
Поделиться
;