Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мини-футболпа çурма финал вăййисем

Канаш хулинчи «Локомотив» стадионта патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен физкультурăпа спорт спартакиади шучĕпе мини-футбол ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Ку тупăшусене Улатăр, Канаш, Шупашкар хулисемпе Элĕк, Канаш, Куславкка, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă, Етĕрне районĕсен командисем хутшăннă. Спортсменсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Алексей Яковлев, Канаш хули администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников, Канаш тата Элĕк район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софроновпа Леонид Читнаев саламланă. Командăсем икĕ ушкăнпа ăмăртнă. Çурма финал вăййисенче Элĕксем, Шупашкар хулин тата Куславкка, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсен командисемпе тĕл пулнă. Пăрачкав, Куславкка, Шăмăршă районĕсен футболисчĕсене çĕнтерсе, пирĕн ентешсем финала тухнă (Шупашкарсене выляса янă). Финалти вăйăсем утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче иртеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 июля 2011
00:00
Поделиться
;