Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Утă типĕтеççĕ, сенажпа силос хываççĕ

Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне илсен, нумай çул ÿсекен курăксене 1722 гектар (56,4 процент) çулнă. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăхра уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ, пĕтĕмпе 430 гектар çулнă. Çак ĕçе «Звезда» хуçалăхра 180, «Алмаз» обществăра 120, «Авангард» хуçалăхра 130 гектар çинче пурнăçланă.

Утă 909 тонна (34,5 процент) янтăланă. Ку енĕпе «Алмаз» общество малта пырать – курăксене 130 тонна типĕтсе хатĕрленĕ.

Сенаж 1890 тонна (53,4 процент) хывнă. Çак ĕçе «Новый путь» хуçалăхра 1870 тонна уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Кунта силос та 2200 тонна хатĕрленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 июля 2011
00:00
Поделиться
;