Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уявра савăнчĕç

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнче питех те савăнăçлă уяв – Çамрăксен кунĕ иртрĕ. Ку мероприяти хăйне евĕрлĕхпе асра юлчĕ.

Çамрăксен уявне савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев ăшă сăмахсемпе пуçларĕ. Яшсемпе хĕрсене пурнăçра телейпе юрату, ăнăçу сунчĕ, хастар та пултаруллă стипендиатсене свидетельствăсем пачĕ. Кăçал районти вун пĕр çамрăк район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тата 5 яшпа хĕр Чăваш Республикин президенчĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Концерт программине эстрада çăлтăрĕсем Надежда Заводскова, Григорий Вакку, Дипендра Мани юрăçсем тата «Янташ» ушкăн пуянлатрĕç, хаваслă юрăсем шăрантарчĕç.

Элĕк райповĕн сутуçисем уява килнисене тĕрлĕ таварпа тивĕçтерчĕç. Уяв программи пуян та интереслĕ пулчĕ. Çамрăксене халалланă мероприяти çынсен кăмăлне çĕклерĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 июля 2011
00:00
Поделиться
;