Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем çурт-йĕрлĕ пулĕç

«Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă программа ĕçлет. Вăл 2013 çулччен пырать. Çак программа çамрăк специалистсемпе ялта пурăнакансене, çавăн пекех вĕсен çемйисене çурт-йĕр лартма е туянма пулăшать.

Анчахрах район администрацийĕнче Элĕк салинчи Иван Никифоровпа Çирĕккассинчи Николай Андреева савăнăçлă лару-тăрура социаллă тÿлев свидетельствисем панă. Райадминистраци пуçлăхĕ Леонид Читнаев ку енĕпе 727,8 пин тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ, свидетельство хуçисене кăçалах çурт-йĕр лартса кĕме ăнăçу та телей суннă. Градостроительствăпа обществăлла инфраструктура пайĕн специалисчĕ Лидия Яскова çурт-йĕр лартмашкăн мĕнлерех документсем кирлине ăнлантарнă.

Кăçал «Ялсене аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн 3 çынна свидетельство панă, вĕсенчен иккĕшне – пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, теприне – çамрăк çемьене.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июля 2011
00:00
Поделиться
;