Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхсем аталанаççĕ

Районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхĕсенче иртнĕ ултă уйăхра пурĕ 1664 тонна аш-какай, 12602,2 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, аш-какай енĕпе кăтарту 3,9 процент, сĕтпе 2,3 процент ÿснĕ. Кашни ĕнерен 2400 килограмм, пĕлтĕрхинчен 71 килограмм сахалрах сĕт суса илнĕ. Сĕт туса илессипе «Новый путь» , «Звезда», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, аш-какай туса илессипе «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ лайăх ĕçленĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче ĕне выльăхсем 11473 пуç, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 2476 пуç шутланнă. Ĕнесем пурĕ 5815 пуç, хуçалăхсенче – 915 пуç. Сыснасем 2813 пуç пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче 1058 пуç шутланаççĕ. Сурăхсен хисепĕ 10265 пуçпа танлашать, хуçалăхсенче – 353 пуç. Ĕне выльăхсен йышĕ «Авангард», «Звезда», «Алмаз» хуçалăхсенче ÿснĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхсем талăкра 501-шер грамм, сыснасем 465-шер грамм ÿт хушнă. Ĕне выльăхсене хушăнтарса пырассипе «Алмаз», «Новый путь» хуçалăхсен кăтартăвĕсем пысăк.

Çур çулта пурĕ 525 пăру, 928 çура илнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июля 2011
00:00
Поделиться
;