Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Валинке «Питрав пуххине» хутшăнчĕ

Питрав кунĕ иртрĕ. Православи календарĕнчи аслă уяв вăл. Ăна Петрпа Павел çветтуй аппостолсен кунĕ тесе çулленех палăртаççĕ. Халăх тĕнчекурăмĕнче ку çветтуйсем райпа тамăк уççине упракансем, вилнисен чунĕсен ăçта пулассипе те хуçаланаççĕ. Çак уява пулăçсемпе кĕтÿçсем питĕ хаклаççĕ. Питрав кунĕ çамрăксемшĕн те уяв. Утă вăхăчĕ, вырма çывхарнипе те çыхăннă.

Çак уява ирттерме Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Валинке» фольклор ансамблĕ çулленех активлă хутшăнать. Кăçал «Валинке» Чулхула облаçĕнчи чăваш культурин «Питрав пуххи» уявĕнче пулчĕ. Ансамбль программинче Чăваш çĕршывăн наци сĕмĕ яр уççăн палăрчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 июля 2011
00:00
Поделиться
;