Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансене - хваттер

2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен Элĕк район администрацийĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен, вăрçăра хутшăнакансемпе инвалидсен çемйисен йышĕ 139 çынпа танлашрĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указĕ тăрăх, 97 ветерана çурт лартма е туянма укçа панă. 75 ветеран ятарлă сертификатпа çурт-йĕр туяннă.

Вăрçăра хутшăннисен, инвалидсен тата вăрçăра вилнисене тата вĕсен çемйисене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе заявленисем тата документсем йышăнасси пырать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 июля 2011
00:00
Поделиться
;