Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юсав ĕçĕсем пыраççĕ

Вĕрентекенсемпе шкул ертÿçисем каникул вăхăтĕнче те ахаль лармаççĕ. Районти шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе тимлеççĕ. Шкулсенчи пÿлĕмсенче, коридорсенче косметикăлла юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче хăтлăхпа илем кĕртессишĕн ытларах шкулта тăрăшакансем тимлеççĕ.

Инструкципе килĕшÿллĕн кашни шкула пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсенчи столовăйсенче холодильник, апат-çимĕç хатĕрлемелли оборудованисен юсавлăхне ирттерме те палăртнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 июля 2011
00:00
Поделиться
;