Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уява «Валинкке» ансамбль хутшăннă

Виçĕм кун Петрпа Павел çветтуй апостолсен кунĕ пулчĕ. Вĕсем Христос вĕрентĕвне сарнă. Çак кун пулăçсемпе кĕтÿçсен, çавăн пекех çамрăксен уявĕ шутланать. Питравран вăйăсем вĕçленнĕ, ял халăхĕ утă çулнă, тыр-пул пухса кĕртме хатĕрленнĕ. Ватă çынсем пĕрремĕш хут çырла ас тивнĕ, çырла кукăлĕ çинĕ.

Чулхула облаçĕнчи Воротынец районĕнчи Лысая гора поселокĕнче «Питрав пуххи» чăваш культурин праçникĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчен «Валинкке» фольклор ансамблĕ хутшăннă. Праçникре чăваш юрри-ташшипе, вăййипе, алă ăстисен ĕçĕсемпе (арчасемпе, çăпатасемпе, ал шăллисемпе) паллашнă. Пурне те шăрттанпа, шÿрпепе, кукăль-пÿремечпе хăналанă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2011
00:00
Поделиться