Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр ыйтăвĕ – малти вырăнта

Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче район администрацийĕ граждансенчен килнĕ 1095 çырăва пăхса тухнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çырусен хисепĕ 6,4 хут нумайрах.

Районта пурăнакансем ытларах администрацине çĕр ыйтăвĕпе çырупа тухаççĕ. Кил-çурт лартасси, суту-илÿ ĕçне йĕркелесе ярасси, килти хушма хуçалăха аталантарасси – тĕп ыйтусем пулса тăраççĕ. Çурт-йĕр ыйтăвĕпе пурĕ 35 çыру пăхса тухнă.

Финанс ыйтăвĕ – тăваттăмĕш вырăнта. Сакăр çын укçа-тенкĕ енĕпе район администраицне çыру тăратнă. Тавăт ял тăрăхĕнчен пурĕ 238 çыру (обращени) илнĕ. Чăваш Сурăм (151), Ехремкасси (90), Шĕмшеш (78) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те район администрацийĕн пуçлăхне çивĕч ыйтусем панă. Çырупа тухнă ыйтусенчен 1053-шне хуравпа тивĕçтернĕ, хĕрĕх икĕ çынна ăнлантарса панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ кашни ытлари кун граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнать. Кăçалхи çур çулта район пуçлăхĕ сăмах вĕççĕн 13 çынна хурав панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 июля 2011
00:00
Поделиться
;