Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасен малашлăхĕ хамăр алăра

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Шел пулин те, пирĕн хушăра ачасен воспитанийĕпе ĕçлемен, телейлĕ ачалăха хакламан çемьесем пур. Ун пек çĕрте ачасем ытларах чухне ачасен çуртне тата интернатсене лекеççĕ.

Кăçал ку таранччен районта усрава илнĕ тăватă çемье шутланать. Вĕсенче çичĕ ача пурăнать. Хальхи вăхăтра районта 50 ачана усрава илнĕ 30 çемье.

Ачасене усрава илекен çынсем ытларах та ытларах хушăнасса шанас килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 июля 2011
00:00
Поделиться
;