Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Донорсен шучĕ ÿсет

Раççей патшалăх влаçĕн органĕсем донорсене хавхалантарма тата пулăшма тăрăшаççĕ.

Элĕк районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен 63 донор учетра тăнă. Вĕсем кашни уйăхра компенсаци илсе тăраççĕ. Вĕсенчен 55-шĕ – «Раççейĕн тава тивĕçлĕ донорĕ» тата 8-шĕ – «СССР-ăн тава тивĕçлĕ донорĕ». Пĕлтĕр çак тапхăрта 55 донор пулнă.

2010 çулхи ултă уйăхра донорсене компенсаци тÿлеме 353,4 пин тенкĕ уйăрса хăварнă. Кашни уйăхра вĕсене 779,25 тенкĕ тÿлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июля 2011
00:00
Поделиться
;