Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лагерьти кану сывлăха çирĕплетет

Шкул ачисен çуллахи канăвĕ пырать. Паллах, ку вăхăтра вĕсен канăвне лайăх йĕркелемелле, ĕçпе те тивĕçтермелле. Ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ачисене сиплев лагерĕсене яраççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Çăлтăр» («Звездный») лагерьте виççĕмĕш смена пуçланнă. Унта канма тата сывлăха çирĕплетме районти 36 вĕренекене ăсатнă. Ачасем тĕрлĕрен культурăпа спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ, çĕнĕ туссем тупаççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ.

Çак уйăхăн 16-мĕшĕнче вара тата тепĕр 6 вĕренекен «Салют» лагере тухса кайнă.

Пĕрремĕш сменăра сиплев лагерĕсенче 38 вĕренекен каннă, иккĕмĕшĕнче – 49 ача.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июля 2011
00:00
Поделиться
;