Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Такăр çулсем вăрăмланаççĕ

Кăçал пирĕн районта автомобиль çулĕсем тума тата вĕсене юсама 18702,8 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак шутран 15497,1 пин тенки – республика бюджетĕнчен, 3205,7 пин тенки – район шутĕнчен.

Район пĕлтерĕшлĕ автоçулсем валли 9364,2 пин тенкĕ каять (республика бюджетĕнчен 8427,8 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 936,4 пин тенкĕ).

Автоçулсене юсамашкăн 6000 тенкĕ уйăраççĕ (5400 пин тенки – республикăран, 600 пинĕ – районтан).

Ял тăрăхĕсенчи çул-йĕре тытса тăма тата юсама 3338,6 пин тенкĕ «валеçеççĕ» (1669,3 пинĕ – республикăран, 16669,3 пин тенки – районтан).

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче çул-йĕр ĕçĕсене 7147 пин тенкĕлĕх пурнăçланă, пĕтĕмпе 5780,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă (çулталăкра палăртнин 30,9 проценчĕ).

Ялсенчи çулсене тытса тăмалли ĕçсене 1796,4 пин тенкĕ чухлĕ пурнăçланă, 1326 пин тенкипе усă курнă.

Хальхи вăхăтра «КапиталСтрой» уçă йышши общество «Никольски-Етĕрне-Калинино» автотрасса тăрăхĕнчи Мăн Ямаш ялĕ еннелле тăсăлакан автоçула йĕркене кĕртессипе ĕçлет. Ку çул тăршшĕ – 445 метр. Çавăн пекех Хирлеппуç еннелле пăрăнса каякан 666 метр тăршшĕ автоçула сарассипе те ĕçсем анлă сарăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июля 2011
00:00
Поделиться
;