Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялти çамрăксене пулăшаççĕ

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ çамрăк специалистсене е вĕсен çемйисене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли мероприятисем шутланать. Ăна пурнăçа кĕртесси «Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Федераллă программăпа килĕшÿллĕн 2011 çулта ялти вырăнсенче ĕçлесе пурăнакансене çурт-йĕр тума тата туянма социаллă тÿлевсем 2538,07 пин тенкĕ, çамрăк специалистсемпе çемьесем валли 2016,15 пин тенкĕ уйăрнă.

Хальхи вăхăтра ялта ĕçлесе пурăнакан 1 çамрăк çемьене тата 2 çынна 968300 тенкĕлĕх свидетельствăсем панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июля 2011
00:00
Поделиться
;