Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эх, çырли - ирхи сывлăм пĕрчи

2011 çула пахчаçăсем “Иçĕм çырли ÿстерекенсен çулталăкĕ” тесе палăртнă. Юлашки вăхăтра Чăваш Енре асăннă çырлана çитĕнтерекенсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Лайăх пулăм ку. Çурла уйăхĕнче, Шупашкар хулин кунĕнче, вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарма, иçĕм çырлипе сăйлама палăртаççĕ.

Паян вара Вячеслав Ефимовăн вăрттăнлăхĕ­­сене уçăп. Ял пурнăçне кăмăлланăран, çут çанталăка юратнăран Вячеслав Ефимов агроном пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрнарти совхоз-техникумра, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕреннĕ. Диплом илсен пĕр тапхăр Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ завод çумĕнчи хушма хуçалăхра бригадирта, агрономра вăй хунă. Каярах Çĕрпÿри агрохимслужба директорĕ­­­­­нче, унтан ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕнче ĕçленĕ. Икĕ çул Америкăра стажировкăра пулнă, унти фермерсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Вячеслав Михайлович - ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. Çĕр улмие апатлантарса унран пысăк тухăç илессине тĕпченĕ вăл. Вячеслав Ефимов халĕ пахчари 5 сотка çĕр çинче çичĕ йышши “иккĕмĕш çăкăр” ÿстерет.

“Иçĕм çырлипе пĕр теçетке çул каялла, хулара пурăннă чухне интересленме пуçларăм. Маларах пахчара “Изабелла” ятли кăначчĕ. Халĕ вара “Куйбышевский”, “Мускатный”, “Алешкинский”, “Павлин” та пур. Пурĕ - 32 тĕмĕ. Маларах, ачасем пĕчĕк чухне, çырлана вĕсене çитернĕ. Каярах, нумайрах пулма пуçласан, “Изабелла” сортĕнчен хĕрлĕ эрех хатĕрлеме хăнăхрăм. Шупашкарта кинофестиваль пынă вăхăтра Сергей Фетисов кинорежиссер Элĕк тăрăхне килнĕччĕ. Ăна хамăн эрехпе сăйлама май килчĕ. Мухтаннă пек ан пултăр та, ырларĕ ăна вăл. Фетисов та ку ĕçпе аппаланать-мĕн, çырла эрехне уçăлтарма банан хуппи яма сĕнчĕ. Унăн рецепчĕ, пытармастăп, кăмăла килчĕ”, - пĕлтерет кил хуçи.

- Çапах та, хамăр патра çитĕнтернĕ иçĕм çырли кăнтăрти пекех пылак, сĕтеклĕ пулмасть-çке. Эсир халĕ ăна эрех тăвас тĕллевпе кăна ÿстеретĕр-и? - пĕлес килчĕ манăн.

- Юлашки çулсенче çанталăк та улшăнчĕ. Хамăр та, халăх та ăшша кăмăллакан черченкĕ çырлана - симĕс тĕслине те - ÿстерме вĕренсе çитрĕ. Иçĕм çырли чăкăлтăш çырлах мар. Пирĕн патри условисенче те лайăхах ÿсме, тухăçпа савăнтарма пултарать. Сăмах май, çырлисем те пылаках пулаççĕ. Чи кирли - ăна вăхăтра апатлантармалла, вăхăтра авăрĕсене касса çавăрса хумалла, хĕл каçма лайăх хатĕрлемелле: тумтирпех витмелле, - уçăмлатрĕ Вячеслав Ефимов.

Çемье иçĕм çырлинчен сĕткен хатĕ­­рлемен-мĕн. Ытларах хĕрлĕ эрех янтăлаççĕ. Ăна пан улмипе грушăран та, чие çырлипе хурлăханран та тăваççĕ.

“Ытларахăшĕ çулталăкран “пиçсе” çитет. Çав вăхăтрах 2-3 çул ларакан эрех те пур. Савăтсем çине пылак сĕткене хăçан тунине çырса хуратăп”, - паллаштарать Вячеслав Михайлович.

Вячеслав Ефимов шухăшĕпе çын ăçта çуралать - çавăнтах кирлĕ пулать. Çыннăн хăй çитĕннĕ тăрăхри шыва ĕçме, пахча çимĕçе çиме тăрăшмалла. Кирлех тĕк кăнтăрти улма-çырлана та, пахча çимĕçе те кунтах ÿстерме пулать. Çĕр-аннемĕр пилĕпе çитĕннĕ çиме кăна сывлăх парнелет.

“Çурла, авăн уйăхĕсенче иçĕм çырлин плантацийĕнче çÿреме питĕ кăмăллатăп. Çÿ­лелле пăхатăн та - хĕвел çинче йăлтăртатакан иçĕм çырлисем сывлăм пĕрчисем пекех курăнаççĕ”, - хĕпĕртевне пытармасть Вячеслав Михайлович.

Ефимовсен династийĕ хурт-хăмăр ĕрчетме пĕр ĕмĕр каяллах пуçланă. Халĕ те сăваплă çак ĕçе пăрахăçламан. “Эпĕ шкула кайичченех аттепе вĕлле хурчĕсене пăхаттăм. Пĕрре, килтисем пурте ĕçе кайсан, хам тĕллĕн хурт амине курас килчĕ. Лайăх тумлантăм, çăм алса тăхăнтăм та вĕллене уçрăм. Хуртсем наччасрах сырса илчĕç мана. Юрать урамра пĕве пур - тÿ­рех унта чăмрăм. Çапла хăтăлтăм”, - кула-кулах аса илет çемье пуçĕ. Çапла, Вячеслав Михайлович утарçă та, пахчаçă та, çут çанталăк тусĕ те. Пан улмисемпе грушăсене те хăех сыпать. Пĕр улмуççи çинче ултшар тĕслĕ пан улми ÿсет. Кунсăр пуçне вĕсен пахчине барбарис, каштан, шурă акаци, кедр, пихта, туя, уртăш, маньчжур мăйăрĕ пуянлатать. Çав вăхăтрах помидор-хăяр, баклажанпа тăрăхла кавăн, хĕрлĕ пăрăç йăтăнать.

Ефимовсем иçĕм çырли ÿстерессипе ытларах ĕçлесшĕн, сортсене пуянлатасшăн. Вĕсен ырă тĕслĕхне кура ял çыннисем те пахча çимĕç нумайрах ÿстерме пуçланă. Ананас, абрикос çитĕ­­нтерекенсем те пур. Вячеслав Михайлович чылай çынна иçĕм çырлин хунавне парнеленĕ ĕнтĕ. Апла тăк Тури Татмăшра “пахчи-пахчи, иçĕм çырли пахчи” пулĕ. Вячеслав Михайлович пĕлтернĕ тăрăх çамрăксем те пĕчĕккĕн ялалла туртăнма пуçланă. Вĕсем тĕпленнĕ Турикасрах, сăмахран, пушă çурт çук, пурне те туяннă.



"Хыпар"
23 июля 2011
00:00
Поделиться
;