Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çуртсене çĕнетеççĕ

Чăваш Республикинче виççĕмĕш çул ĕнтĕ ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă çĕнетессипе, тирпей-илем кÿресссипе пилот проектне пурнăçлассипе ĕçсем пыраççĕ. Пĕлтĕр патшалăх пулăшăвне Тавăт тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсем илнĕччĕ. Кăçал конкурс суйлавĕ витĕр Элĕк, Ехремкасси тата Шĕмшеш ял тăрăхĕсем тухрĕç.

Çак проектпа килĕшÿллĕн Элĕк ял тăрăхĕнче Элĕкри «Хĕвел» ача садĕнче хушма ушкăн валли пÿлĕмсене юсаççĕ. Культурăпа кану центрĕн çурчĕн тăррине тĕпрен çĕнетеççĕ. Районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕнче Вутланти шкул çурчĕн тăррине çĕнетеççĕ, фельшер-акушер пункчĕн çуртне юсаççĕ. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче Мăн Ямаш шкулĕн çурчĕн тăррине урăхлатаççĕ. Шĕмшешри культура çуртне, Элеккенушкăньри фельдшер-акушер пункчĕн çуртне те юсама палăртнă. «Фирма «РАС» общество подрядчикĕ Вутлан шкулĕн тăррине çĕнетессипе ĕçе тытăнчĕ. Кунти ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ – 2401,3 пин тенкĕ. Мăн Ямаш шкулĕнче те ĕçсем пуçланнă. Кунта «Ал-Строй» общество вăй хурать. Юсав ĕçĕсене 2692 пин тенкĕлĕх пурнăçлаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июля 2011
00:00
Поделиться
;