Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Предприниматель ĕçĕ вăй илет

Район экономикин аталанăвĕнче, рынока таварсемпе тивĕçтерессинче, хушма ĕç вырăнĕсем тăвассинче пĕчĕк тата вăтам предприниматель ĕçĕ паллă вырăн йышăнать. Пĕчĕк бизнеспа пĕтĕм ĕçлекен граждансен 48 проценчĕ тăрăшать. Ку сферăра кăçалхи çур çулта 997 çын шутланнă, çав шутран пĕчĕк тата вăтам предприятисенче 305 çын. Тавар ăсатасси тата пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ 26,1 миллион тенкĕпе танлашнă, 2010 çулхи çур çултипе танлаштарсан – 100,9 процент.

Пĕчĕк предприниматель субъекчĕсен район бюджетне 2309 пин тенкĕ налук укçи пырса кĕнĕ. Хальхи вăхăтра тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем – юсав, строительство, транспортпа тивĕçтересси сарăлса пырать. Кашни 100 çын пуçне пĕчĕк предприятисен тÿпи 0,31 кăтартупа танлашать.

Çур çулта муниципалитет нушисемпе 782,1 пин тенкĕлĕх продукци туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июля 2011
00:00
Поделиться
;