Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Утă, сенаж çителĕклех хатĕрленĕ

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 2941 гектар (96,4 процент), пĕр çул ÿсекен курăксене 853 гектар (73,2 процент) çулнă. Утă 3940 тонна (149,5 процент), сенаж 5050 тонна (143,4 процент), силос 6100 пин тонна (72,9 процент) хатĕрленĕ.

Утă хатĕрлемелли плана «Правда», «Авангард», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем пурнăçланă. Сенаж хывмалли плана «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Алмаз», «Звезда», «Авангард», «Правда» хуçалăхсем тултарнă. «Алмаз» общество силоса кирлĕ чухлех янтăланă.

Хуçалăхсенче кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ, 1580 гектар сухаланă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июля 2011
00:00
Поделиться
;