Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем Чăваш Ен чысне хÿтĕлеççĕ

Элĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ геологи енĕпе республикăри конкурс-олимпиадăра çĕнтерÿпе савăнтарать. Аслă категориллĕ вĕрентекен Людмила Петрикова ертсе пыракан команда Пĕтĕм Раççейри VII уçă олимпиадăра Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Пĕлÿ хаклавĕ Томск хулинче утă уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 7-мĕшĕччен пырать. Олимпиадăра геологи ăмăртăвĕсем, конкурссем тата культура мероприятийĕсем пулаççĕ. Унта Раççейĕн тата ют çĕр-шывсен 500 ытла çамрăкĕ хутшăнать.

Элĕксем олимпиадăна пысăк яваплăпа хатĕрленнĕ. Вĕренекенсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ преподавателĕпе Владимир Кудровпа (унăн геологири стажĕ 50 çул) тĕл пулнă.



"Хыпар"
28 июля 2011
00:00
Поделиться
;