Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш Ен чысне хÿтĕлеççĕ

Элĕк районĕн ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ геологи енĕпе республикăри конкурс-олимпиадăра çĕнтерÿпе савăнтарать. Аслă категориллĕ вĕрентекен Людмила Петрикова ертсе пыракан команда Пĕтĕм Раççейри 8 уçă олипиадăра Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме тивĕçнĕ. Пĕлÿ хаклавĕ Томск хулинче утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 7-мĕшĕччен пырать. Олимпиадăра геологи ăмăртăвĕсем, конкурссем тата культура мероприятийĕсем пулаççĕ.

Элĕксем олимпиадăна пысăк яваплăхпа хатĕрленнĕ. Вĕренекенсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ преподавателĕпе Владимир Кудровпа (унăн геологири стажĕ 50 çул) тĕл пулнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июля 2011
00:00
Поделиться
;