Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул ачасене кĕтет

Район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 13 шкулта 2245 ача парта хушшине ларать. Çав кун вĕсемшĕн пĕрремĕш шăнкăрав янăраса кайĕ. Çакă иртнĕ вĕренÿ çулĕнчинчен 47 ача сахалтарах. Шкулсене пĕрремĕш класа 204 ача килет. Пĕчĕкреххисем кабинетсенче хăйсене лайăх туйччăр тесе сахал мар тимленĕ. Кăçал вĕсем федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе вĕренме тытăнаççĕ. Тени шкулĕнче сĕтел-пукан туяннă, Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекенсем валли компьютерсем янтăланă, Шĕмшеш шкулĕнче апат-çимĕç блокĕн хатĕрĕсене çĕнетнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июля 2011
00:00
Поделиться
;