Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тырă вырма тухнă

Районти хуçалăхсенче курăксене çулса пухса кĕртессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма пуçланă. Июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе 105 гектар çинче пурнăçланă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 934 гектар (80 процент) çулнă.

Утă 4310 тонна (163 процент), сенаж 5050 тонна (143 процент), силос 6540 тонна (78 процент) хывнă.

«Новый путь» хуçалăхра вырма ĕçĕсем пуçланнă. Ыраш 19 гектар вырнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июля 2011
00:00
Поделиться
;