Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял кунĕ - хаваслă уяв

Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Шафранчăкра пурăнакансем питех те хаваслă уява – ял кунне паллă турĕç. Уявра ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем çинчен те, ял çыннисем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани пирки те калаçрĕç, çивĕч ыйтусене те хускатрĕç. Илемлĕ сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕ. Праçникра ватăсене саламласа чысларĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ, культура çурчĕ вĕсем валли парнесем хатĕрленĕ. Сцена çинчен ял ырлăхĕшĕн нумай тăрăшакансене ятран асăнчĕç. Çав кун нумай ачаллă çемьесене те саламларĕç.

Алина Федорова, Андрей Шадриков, Катя Петрова ял çыннисене хаваслă юрăсем парнелерĕç. Вĕсемпе пĕрле уява пухăннисем юрларĕç те, ташларĕç те.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 августа 2011
00:00
Поделиться
;