Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юнтапасем çĕнĕ техника туянаççĕ

«Звезда» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттерме ĕмĕтленеççĕ. Çакна валли майсем те çук мар. Анчахрах, акă, кунти машина-трактор паркĕ ПАЛЕССЕ GS 812 йышши вĕр çĕнĕ комбайнпа пуянланнă. Хакĕ самаях пысăк унăн, 3 миллион та 700 пин тенкĕ тăрать. Çавăнпа «уй-хир карапне» кредит шучĕпе илнĕ. Хуçалăх машина-трактор паркне çĕнетме тĕрлĕрен çăл куçсемпе усă курать. Кассăра укçа пулсан çийĕнчех тÿлесе татăлаççĕ, çук-тăк лизингпа тата кредитпа усă кураççĕ. Кăçал кăна юнтапасем 11 миллиона яхăнлăх техника туяннă. Ку шутра – «Беларуç-892» тата «ХТЗ-17221» тракторсем, груз турттармалли КамАЗ-43143 автомашина.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 августа 2011
00:00
Поделиться
;