Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр-аннене чунтан савсан

Алмаз» общество ертÿçине Геннадий Денисова машина-трактор паркĕнче тĕл пултăм.– Техникăна тăрăшса хатĕрлерĕмĕр. Юнкун вырмана тухрăмăр, – пĕлтерчĕ вăл.

Ертÿçĕ хăйпе пĕрле уй-хире пырса курма сĕнчĕ. Хыççăнах çăмăл машинăпа çула тухрăмăр. Вăхăт нумай та иртмерĕ, урпа пуссине çитсе тăтăмăр. Дон-1500 комбайн васкамасăр малалла куçать. Техникăна опытлă комбайнер Вениамин Иванов ĕçлеттерет.

– Выртнă хăмăла çĕклеттерсе тĕшĕлеме тивнĕрен васкаса вырмаççĕ, – калаçăва тăсрĕ Г.Денисов. – Кăçал тыр-пул тухăçĕ лайăх пулни чуна савăнтарать, тулли пучахсене йăтса ларма вăйĕ çитмест.

Акă эпир калаçса тăнă вăхăтра комбайн бункерĕ те тулчĕ. П.Евсеев водитель хăйне шанса панă автомашинине комбайн çумне пырса лартрĕ. Ик-виç минутранах кузова сап-сарă тырă юхма тытăнчĕ.

– Кăçал, вырмана тухас умĕн, «Acros-530» комбайн лизингпа туянтăмăр. Çĕнĕ техника та уя тухрĕ, – терĕ ертÿçĕ.

Комбайнсем хыççăнах улăма преслассине йĕркелесе яма палăртнă. Йĕтем çинчи ĕçсем те кал-кал пыраççĕ. Хĕрÿ тапхăрта общество ĕçченĕсен 650 гектар çинчен тыр-пула пуçтарса кĕртмелле. Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пĕр пай çĕршĕн икçĕр килограмм тырă, пилĕкçĕр килограмм улăм пама пăхнă.

Г.Денисовпа çĕнĕ комбайн ĕçленĕ çĕрте те пултăмăр. В.Ильин комбайна пĕчĕккĕн хăнăхса пырать. Вăл та, ыттисем пекех, хĕрÿ ĕçре тăрăшулăх кăтартать.

Вырмана хутшăнакансене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Çамрăксем те ĕçре пиçĕхме килĕшнĕ. Шанса панă техникăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ вĕсем. Шалу вăхăтра пани пушшех те хавхалантарать, çавăнпах ĕнтĕ ял ĕçченĕсем çаврăнăçулăхпа палăраççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 августа 2011
00:00
Поделиться
;