Черет чакĕ
Республикăри ытти муниципалитетсенчи пекех, пирĕн районта та шкул çулне çитмен ачасем валли вырăн çитмест. Паянхи кун шăпăрлансен 50 проценчĕ шкула кайичченхи пĕлĕве илеймест. Ача-пăча сачĕсене вырнаçмашкăн 120 ытла ача черетре тăрать.
Район ертÿçисем çак çивĕч ыйтăва татса парас тесе тĕрлĕрен майсем шыраççĕ. Акă, кăçалах Элĕк салинчи 2-мĕш ача-пăча садĕнче 20 вырăнлă çĕнĕ ушкăн уçăлмалла. Вутлан шкулĕнче те 25 шăпăрлан хушма ушкăна çÿресе пĕлÿ пухма тытăнĕ. Хальхи вăхăтра ку шкулта тата садикре юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă. Хушма ушкăнсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçма пăхнă.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев Вутлан шкулĕнчи юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Кунта тăрă улăштараççĕ, çавăн пекех садик уçма хĕрсех хатĕрленеççĕ.