Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Милицирен полицие куçнă

Нумаях пулмасть районти шалти ĕçсен пайĕнче улшăну пулчĕ. Кунти ĕçченсем аттестаци витĕр тухса полици пулса тăчĕç. Çĕнĕ саккунра чылай çĕнĕлĕх пур.

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Элĕкри шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ аттестаци витĕр тухса полицин подполковникĕ званине илнĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара РФ шалти ĕçсен министерствин Вăрнарти муниципаллă пĕрлешÿсем хушшинчи Элĕк районĕнчи полици уйрăмĕнче пурĕ 31 сотрудник шутланса тăрать. Вĕсенчен 30-шĕ аттестациленнĕ. Тăватă следовательпе çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн виçĕ ĕçченĕ тата пĕр кинолог колонăллă пайра шутланаççĕ пулсан та районти уйрăмрах тăрăшаççĕ. Паянхи куна сотрудниксенчен ултă участок уполномоченнăйĕ, уголовлă шыравра ĕçлекенсем икĕ çын, пĕр дознаватель шутланса тăрать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 августа 2011
00:00
Поделиться
;