Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăлтана тимĕр шапа лекнĕ

Утă уйăхĕнче Вырăс Сурăм çывăхĕнчи шурлăхлă вырăнта пулăç вăлтине сайра тĕл пулакан Европа тимĕр шапи лекнĕ. Экзотикăлла чĕрчуна «Присурский» заповедника илсе çитернĕ. Алексей Олигер директор каланă тăрăх кун йышши рептилисем пирĕн регионта сайра тĕл пулаççĕ. Пĕрремĕш хут çакăн пек тимĕр шапана Красноармейски пĕвинче иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче асăрханă.

Вырăс Сурăм çывăхĕнчи шыва епле лекнĕ-ши тĕлĕнтермĕш чĕрчун; Ученăйсем çакна климат улшăннипе, ăшăнса пынипе çыхăннă тесе ăнлантараççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 августа 2011
00:00
Поделиться
;