Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăй-хална ан чакар, хастар чăваш

«Правда» общество ĕçченĕсем уяр кунпа туллин усă курасшăн. Хальхи вăхăтра тĕп ĕç вĕсемшĕн – уй-хирти тырпула кĕске тапхăрта пуçтарса кĕртесси. Çавăнпа кашни пысăк тимлĕх кăтартать.Эпир «Правда» обществăн мехпаркне ирхи сакăр сехет иртсен çитрĕмĕр. Комбайнсем уй-хире тухманччĕ. Акă Вячеслав Аверкиев комбайнер (ÿкерчĕкре) хăйне шанса панă «уй-хир карапне» тĕплĕн тĕрĕслетчĕ.

– Ирхине ĕç вырăнне çитсен техникăна пăхса тухмасăр мехпаркран тапранмастпăр, – терĕ вăл.

Арçын хăйĕн ĕçне чунтан хаклани пĕрре пăхсанах сисĕнчĕ. В.Аверкиевăн опычĕ пысăк, вырмана çулсерен тенĕ пекех хутшăнать. Ăна тыр-пул кăçал аван çитĕнни савăнтарать. Уй-хир ĕçĕсене икĕ комбайн хутшăнать. Теприне Татмăш ял çынни Юрий Захаров ĕçлеттерет. Вăл «Правдăра» пĕрремĕш çул. Апла пулин те кунти коллектива хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, ĕçлес хастарлăхĕ те иксĕлми пулнине пытармарĕ.

Йĕтем çинчи ĕç-хĕлпе те паллашрăмăр. Кунта йыш пĕчĕкех мар, ытларахăшĕ – хĕр арăмсем. Вĕсем йывăр ĕçрен хăрамаççĕ, тулли михĕсене те йăтма пултараççĕ. Йĕтем çинче вăй хуракансен пĕр ушкăнĕ Вăрманкасран.

– Пире автомашинăпа яла пырса илеççĕ, – пĕлтерчĕç ĕçченсем.

Ĕç вĕçленсен те çуран уттармаççĕ иккен. Кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ.

– Уй-хирти тырăпа мар, ампарти тырăпа мăнаçлан, тенĕ ваттисем. Кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен пысăк, – пĕлтерчĕ сортировкăна ĕçлеттерекен Анатолий Горшков.

Вăл тырра çÿп-çапран тасатмалли агрегатсене тĕплĕн пăхса тăрать. Кăлтăк тупăнсан çийĕнчех пĕтерет.

«Правда» обществăра вырма ĕçĕсем анлă сарăлнă. Ăнăçу вара кашни çынпа тÿрремĕн çыхăннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 августа 2011
00:00
Поделиться