Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мăшăрланаççĕ те, уйрăлаççĕ те

Кăçалхи 7 уйăхра район администрацийĕн ЗАГС пайĕ ача çурални çинчен 108 акт çырчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 115 пулнăччĕ. Пепкесенчен 48-шĕ – пулас «джигитсем», 60-шĕ – пикесем. 41 çемьене пĕрремĕш ача килнĕ, çавăн чухлĕ килтех шăпăрлансем ашшĕпе амăшне савăнтарнă, 16 ача – виççĕмĕшсем, пиллĕкĕшĕ – тăваттăмĕшсем, тăватă пепке – пиллĕкмĕш. Улттăмăшĕ те пур, вăл – пĕр ача.

Ашшĕн ятне çирĕплетни çинчен 17 акт çырнă, ят-хушамата улăштарни пирки 2 актра пĕлтернĕ.

Çичĕ уйăхра 229 çын «леш тĕнчене» ăсаннă, иртнĕ çулхинчен 2 çын нумайрах. Вилнисенчен 113-шĕ – арçынсем, 116-шĕ – хĕрарăмсем. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче 73 мăшăрлану пулнă, çакă вăл пĕлтĕрхинчен 15 мăшăрлану нумайрах. Шел, уйрăлакансем те пур – 31 (иртнĕ çул арăмĕпе упăшки уйрăлнă 17 тĕслĕх пулнă).

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 августа 2011
00:00
Поделиться