Уй-хир ĕç шавĕпе тулнă
Сап-сарă тырă пуссинче «Нива» комбайн васкамасăр малалла шăвать. Хăватлă техника пысăках мар уйра çаврăм хыççăн çаврăм тăвать – лаптăк та майĕпен пĕчĕкленсе пырать. Акă комбайн тăруках чарăнчĕ. Кабинăран Борис Гордеев тухрĕ. Картлашкапа анчĕ те пирĕн пата çывхарчĕ. Виталий Трифонов та пĕр вырăнта тăмарĕ, Б.Гордеев хыççăн утрĕ.
– Уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшатпăр, – терĕç «уй-хир карапне» ĕçлеттерекенсем.
Татмăшри Ю.Никифоров фермер ыйтнипе ĕçе кÿлĕннĕ те иккĕшĕ. Паллах, тÿлевĕ ĕçленине кура. Çавăнпах каçхи тăхăр-вунă сехетченех агрегат шăв-шавĕ уйра илтĕнет.
– Сывлăм ÿкме пуçласан çеç вырма пăрахатпăр, – пĕлтерчĕ В.Трифонов.
– Уйри тырра пĕр комбайнпах вырса пуçтаратпăр, – калаçăва хутшăнчĕ Б.Гордеев. – «Уй-хир карапĕ» чăхăмлама пуçларĕ, çавăнпа халĕ чарăнтăмăр.
Комбайнпа ĕçлекенсене Ю.Никифоров фермер запас пайсемпе вăхăтра тивĕçтернĕрен хăвăртах юсаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал енчен те хĕсĕк мар.
– Çĕр гектар ытла вырмалла. Хĕвеллĕ кунсем тăрсан хĕрÿ ĕç вăраха тăсăлмĕ, – çирĕппĕнех шантарчĕ Б.Гордеев комбайнер.
Иккĕшĕ те пĕр харăс юсав ĕçне пикенчĕç, эпир вара вĕсенчен сыв пуллашса уйрăлтăмăр.
Пытармалли çук, Никифоров фермерăн йĕтемĕ çинче те ĕçсем анлă сарăлнă. Ял ĕçченĕсем кунта килнĕ тырра çийĕнчех сăвăрса, аласа тасатаççĕ. Яра куна шăв-шав. Йĕтем çинче вăй хуракансем – тĕрлĕ çулхисем. Вĕсене ĕçшĕн хавхалантармалли мелсем палăртнăран мĕн хушнине вăхăтра пурнăçлассине тĕпе хураççĕ те ял ĕçченĕсем.
Геннадий Никифоров хăйне шанса панă автомашинăпа уйран йĕтем çине куллен тырă турттарать. Вăл кунне темиçе рейс та тăвать. Хастар чăваш ывăннине те туймасть, ырă ĕмĕтсемпе ялан руль умне ларать.