Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тырă выраççĕ, çĕр улми кăлараççĕ

Районти хуçалăхсенче августăн 15-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă культурисене 4530 гектар (53 процент) вырнă.

«Алмаз» общество вырмара малта пырать, пĕтĕмпе 511 гектар (84 процент) тырă çапса тĕшĕленĕ. «Правда» хуçалăхра тĕш тырăсене 443 гектар (82 процент), «Звезда» хуçалăхра 473 гектар (62 процент), Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 350 гектар (69 процент) пухса кĕртнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче те ĕççи кал-кал пырать.

«Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ир пулакан çĕр улмие 25 гектар кăларнă.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, тĕш тырăсен тухăçĕ 23 центнерпа, çĕр улми тухăçĕ 189 центнерпа танлашать.

Выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Утă пурĕ 4942 тонна (187 процент), сенаж 5050 тонна (143 процент), силос 8150 тонна (97 процент) янтăланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 августа 2011
00:00
Поделиться