Кĕрлет уй-хир, пушанать вăл тыр-пултан
«Авангард» хуçалăхра механизаторсемшĕн хĕрÿ тапхăрта ĕç вăхăчĕ ирех пуçăнать: уй-хире тухса кайиччен техникăна тĕплĕн пăхса тухмалла е тата бака топливо ямалла. Михаил Ферапонтов механизатор та (çÿлти ÿкерчĕкре) йăлтах канăçа çухатнă. Фермăна васкать вăл. Унта кайиччен вара пĕчĕк кăлтăка пĕтересшĕн.
– Техникăна пăхса тăмасăр май çук, – терĕ прицеп умĕнче тăраканскер.
Владимир Семенов водитель акă Кăканар йĕтемĕ çине кайма хатĕрленет.
– Уй-хир куç умĕнчех пушанса пырать, çĕнĕ тухăç кунсерен йĕтеме куçать, – сăмах хушрĕ В.Семенов.
Стаж пысăк унăн – кăçалхипе вăтăр икĕ çул руль умĕнче. Опытлă водитель хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине пĕлтерчĕ. Çĕмĕрлери ДОСААФ шкулĕнчен вĕренсе тухнăранпах техникăран уйрăлмасть. Хуçалăха ертсе пыракансем ăна йĕтем çинче ĕçлеме хушнă та – вăй питти яланхиллех хирĕçлеме пултарайман.
«Авангардри» ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе, мехпаркран тухсан, кантура çитрĕмĕр. Бухгалтери ĕçченĕсем вырăнтахчĕ. Вĕсем кăçал кĕрхи культурăсем ăнса пулнине пытармарĕç: тухăç кашни гектартан 21-24 центнер. Анчах шут ĕçченĕсене тырă хакне йÿнетни пăшăрхантарать. Акă хуçалăх нумаях пулмасть «Чувашхлебпродукта» пĕрремĕш класлă тырăна икĕ тенкĕ те алă пилĕк пуспа ăсатнă. Ку хак хуçалăха тупăш кÿмест, мĕншĕн тесен вырма вăхăтĕнче çунтармалли-сĕрмелли материал нумай кирлĕ, запас пайсем илсе те укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланать. Ытти расхутсене шутласан-и тата; Тыр-пул çитĕнтерни тăкаклă кăна пулса тухать. Шел, ял хуçалăх продукцине кăçалхи çул хаклăрах йышăнасси иккĕлентерет.
Ĕççине икĕ комбайн хутшăнать. Пĕри кивĕ пулсан, тепри çĕнĕрех. Михаил Моисеевпа Валентин Сысоев комбайнерсем хăйсене шанса панă техникăна пĕр тикĕссĕн ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Хирти тырра йĕтем çине турттарас тĕлĕшпе Иван Сысоев водитель тăрăшуллă.
Кĕрлет уй-хир, пушанать вăл тыр-пултан.