Пуçлăх пулăшнă, баянпа тивĕçтернĕ
2009 çулта Юнтапари культурăпа кану центрĕ районта пуринчен малтан çĕнетсе илемлетнĕ культура учрежденийĕ пулса тăнăччĕ. Коллектив тăрăшса ĕçленипе кунта тăтăшах хаваслă та савăнăçлă мероприятисем иртеççĕ, тĕрлĕрен кружоксемпе пĕрлешÿсем ĕçлеççĕ.
Йăлтах лайăх темелле, анчах иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенчех туяннă баян юрăхсăра тухнă. Кам патне кăна çитмен пулĕ культура центрĕн директорĕ Л.Иванова çĕнĕ музыка центрĕ туянас ыйтупа, анчах усси пулман. Халăхпа калаçма килнĕ пĕр тĕл пулура центр ертÿçи район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Л.Читнаевран пулăшу ыйтнă. Мĕнех, хирĕçлемен Леонид Анатольевич, çĕнĕ баян туянма укçа-тенкĕ уйăрса панă.
Юнтапари культурăпа кану центрĕнчи пултарулăх ушкăнĕн паян пысăк савăнăç – тахçантанпах кĕтнĕ баян килсе çитнĕ. Кунпа пĕрлех тепĕр парне те хушăннă – çĕнĕ хут купăс.